Ак, хайхи 2018 ҫул та хӑйӗн вӗҫне ҫитрӗ. Ӑна пӗтӗмлетме те вӑхӑт. Мӗн тунӑ, мӗн ирттернӗ... Мӗн ҫӗнни, мӗн туса ҫитереймен…
Пӗлтӗрхи ҫулталӑкпа танлаштарсан, питӗ пысӑках утӑмсем тӑваймарӑмӑр ҫав. Анчах чи кирли — чакмарӑмӑр! Чӑваш халӑх сайтне кӗрекенсен йышӗ пысӑкланмарӗ тесен те йӑнӑш пулӗччӗ. Паллах, ӳсӗм самаях мар. Анчах кӑҫал кунне 350-600 ҫын пирӗн сайтпа куллен паллашма вӑхӑт тупатчех. Хамӑр статуса та — МИХ ятне илнине — ҫухатмарӑмӑр. Роскомнадзор тӗрӗслевӗ витӗр пӗрремӗш хут тухса малалла утма вӑй ҫитертӗмӗр.
Чӑваш халӑх сайчӗн кӑҫалхи чи пысӑк ҫитӗнӗвӗсенчен пӗри — Н.И. Ашмарин хатӗрленӗ «Чӑваш сӑмахӗсен пуххине» электронлӑлатас ӗҫе пуҫарни. Электронлӑ сӑмахсарсен сайтне пурӗ 8 том кӗртрӗмӗр — 7, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17. 17-мӗшпе сайт, сӑмах май, паян пуянланчӗ. Ытти томсем те ҫывӑх вӑхӑтра унта лекӗҫ тесе шантаратпӑр. Сӑмахран, 9-мӗш тома туса ҫитернипе пӗрех. Ҫапла май ку ӗҫӗн (эпир ӑна Ашмаринӑн юбилейӗ тӗлне хатӗрлесе ҫитересшӗн) ҫурри пулнӑ та теме май пур.
Унсӑрӑн пуҫне эпир чӑваш чӗлхин тӗпчевҫисемпе пӗрле Михаил Иванович Скворцовӑн вилтӑприйӗ ҫине палӑк лартма укҫа-тенкӗ пухассине пуҫартӑмӑр.
«Чӑвша Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑна антициклон килет, ҫавна май сивӗтет. Ыран – самаях сивӗ, кӑнтӑрла -13-15 шрадус, ҫӗрле – 17 градус таран.
Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче пире мӗнле ҫанталӑк кӗтет-ха? Кӑнтӑрла 9-12 градус сивӗ пулӗ, анчах ҫил кӑнтӑр енчен вӗрнӗрен сивӗ ытлах туйӑнмӗ. Ҫӗрле термометр 14-17 градус сивӗ кӑтартӗ, хӑш-пӗр районта - -20 таранах.
Савӑнтарар: республикӑра сивӗ ҫанталӑк вӑраха тӑсӑлмӗ. Ҫитес ҫулӑн пӗрремӗш кунӗсенченх 3-8 градус кӑна сивӗ пулӗ, анчах кӑнтӑр енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ. Кӑрлачӑн 3-4-мӗшӗсенче ҫил-тӑман тухӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, юр ҫӳллӗшӗ 5-8 сантиметр таранх ҫитет.
Шупашкарта «Хӗл мучи патне – ҫыру» конкурс иртнӗ. Раштав уйӑхӗн 1-20-мӗшӗсенче асамҫӑ патне 400 ытла ача ҫыру шӑрҫаланӑ. Конкурса пӗтӗмлетнӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене «Эпистоляр жанрӗпе ҫырнӑ литература хайлавӗ» тата «Ҫӗнӗ ҫул открытки» номинацисенче палӑртнӑ.
Ҫырусене жюри тишкернӗ хыҫҫӑн чи лайӑххи 8 ҫулти Даниил Павловӑн тесе палӑртнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Ульяна Лукоянова тата Анастасия Холоднова йышӑннӑ. Лилия Астраханцева вара чи илемлӗ открытка хатӗрленӗ. Ку номинацирех Дарья Александрова тата Екатерина Степанова иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Комисси Ярослав Петровӑн, Григорий Кузинӑн, Анастасия Петровӑн, Саша Крыловӑн, Кристина Степановӑн, Виктория Даниловӑн, Вера Моисеевӑн ӗҫӗсене те палӑртнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче парнесемпе чыслӗҫ. Открыткӑсемпе ҫырусене вара Л.Агаков ячӗллӗ социаллӑ информаци центрне курава илсе кайӗҫ. Курав кӑрлачӑн 14-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта ҫынсем каретӑпа ҫӳрекен Хӗл мучине курсан, ахӑртнех, тӗлӗннӗ. Чантӑрти Сергей Шаров мӑнукӗсене саламлама килнӗ иккен! Хӗл мучи «Про Город» хаҫата интервью панӑ.
«Виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ Ҫӗнӗ ҫул умӗн мӑнуксем патне килетӗп. Унччен раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫитеттӗм, кӑҫал май килмест. Ачасем Мускава тухса кайӗҫ», - тенӗ Хӗл мучи.
Карета вырӑнӗнче – прицеплӑ мотоблок. Хӗл мучие ҫаврӑнас шухӑш мӑнуксем ҫут тӗнчене килсен ҫуралнӑ. Мотоблок ҫине малта лаша пуҫне вырнаҫтарнӑ. Каретӑна вӑл батарейкӑсемпе ӗҫлекен гирляндӑсемпе илемлетнӗ. Шӑнкӑравсем те пур, вӗсем Сергея аслашшӗнчен лекнӗ.
Хӗл мучи шкул ачисене саламлама та ҫӳрет, каретӑпа ярӑнтарать, канихвет ҫитерет.
Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Енри 42 ача Мускава савӑк кӑмӑл-туйӑмпа тухса кайнӑ. Вӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри Ҫӗнӗ ҫул елкине лекӗҫ.
Делегаци йышӗнче – тӑлӑх ачасем тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ шӑпӑрлансем. Ҫавӑн пекех йышлӑ ҫемьесенчи тата ҫитӗнӳсем тунӑ ачасем, ҫар ҫапӑҫӑвӗсене хутшӑннӑ ашшӗсен шӑпӑрланӗсем пур.
Ӗнер шкул ачисем Патшалӑх Кремль керменӗнче Ҫӗнӗ ҫул спектаклӗ курнӑ, тӗрлӗ вӑйӑпа конкурса хутшӑннӑ, пылак парнесем илнӗ. Ачасем Ҫӗнӗ ҫул умӗн капӑрланнӑ Мускава та курса киленӗҫ, Д.Ю.Куклачев ячӗллӗ театрта, «Мосфильм» киностудин музейӗнче пулӗҫ.
Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗшнче, ыран, Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче уяв умӗнхи «Юмахри ҫунасем Ҫӗнӗ ҫула васкаҫҫӗ» конкурс иртет. Унта чи илмлӗ ҫунана суйлӗҫ.
Конкурса ҫемьесем хутшӑнӗҫ, вӗсем ҫунасене хӑйсем илемлетӗҫ. Жюри вара вӗсен ӗҫне хаклӗ: йывӑрлӑха, Ҫӗнӗ ҫул паллипе усӑ курнипе курманнине шута илӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнтерӳҫӗсене «Чи креативлӑ ҫуна», «Юмахри сӑнар», «Ҫемье ҫуни» номинацисенче палӑртӗҫ, дипломпа тата хаклӑ парнесемпе хавхалантарӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн чӑрӑшсене сыхлама тытӑннӑ. Ара, уяв умӗн вӗсене касакансем пур. Ку вара – саккуна пӑсни.
Вӑрманҫӑсем тӑтӑшах патруле тухаҫҫӗ, кунсӑр пуҫне вӗсем шалти ӗҫсен ӗҫченӗсемпе пӗрле рейдсем ирттереҫҫӗ. Саккуна пӑснӑ ҫынсене вара административлӑ майпа явап тыттарӗҫ е вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарӗҫ. Ахаль ҫынсене чӑрӑш каснӑшӑн 3-4 пин тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ, должноҫри ҫынсене – 20-40 пин тенкӗ. Юрдици сӑпачӗсен вара саккуна пӑснӑшӑн самаях укҫа кӑларса хумалла: 200-300 пин тенкӗ.
Саккуна пӑсаканӑн тӑкака та саплаштарма тивӗ. Вӑл 5 пин тенкӗрен иртет пулсан паҫиле ӗҫ пуҫарӗҫ.
Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗ ҫывӑхӗнчи ҪҪХПИ посчӗ патне халӗ аслисем кӑна мар, ачасем те туртӑнаҫҫӗ. Ҫак вырӑн Ҫӗнӗ ҫул умӗн чӑн-чӑн юмаха ҫаврӑннӑ. Елкӑсене капӑрлатнӑ, вӗсен тавра – Юр кӗлеткесем. Вӗсене те гирляндӑсемпе илемлетнӗ. Хӑшӗ-пӗри музыка инструменчӗ тытнӑ, теприсен – капӑр калпакпа шарф.
Ҫавӑнтах Хӗл мучипе Юр пике вырӑн тупнӑ. «С Новым годом!» (шел, чӑвашла мар) тесе ҫырма та манман. Илемлӗ инсталляци иртен-ҫӳрен кӑмӑлне ҫӗклет, уяв тӗлне кӑмӑла хӑпартать.
Ҫак илеме Шӑхасан ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсемпе ҪҪХПИ инспекторӗсем тунӑ.
Шупашкар районӗнчи Шӑнкас ялӗнче пурӑнакан Ивановсен ҫемйи Ҫӗнӗ ҫула тӗплӗн хатӗрленнӗ. Вӗсем пӳрте шалтан кӑна мар, тулаш енчен те капӑрлатнӑ.
Николайпа Ирина Ивановсем ҫак илеме тӑвас тесе пӗр каҫ кӑна тӑрӑшман. Малтанах вӗсем ачасем валли ҫутатакан тӑвайкки ӑсталанӑ, юр кӗлеткене тата сысна кӗлеткине юртан тунӑ. Юнашарах елка лартса ӑна илемлетнӗ. Кунсӑр пуҫне пӳрт, карта-сарай таврашне йӑлтӑртатакан гирляндӑсем ҫакнӑ.
«Ҫынсене килӗшет, ҫакӑ савӑнтарать. Пурте пырса сӑн ӳкерӗнеҫҫӗ. Ачасем вара пӗрмай выляҫҫӗ, тӑвайккинчен ярӑнаҫҫӗ. Ӑна чылай вӑхӑт турӑмӑр, юра кӳршӗсенчен те вӑрлама тиврӗ», - йӑл кулса пӗлтернӗ Николай «Про Город» хаҫата.
Кӑрлач уйӑхӗн 1-8-мӗшӗсенче Чӑваш Енри пульницӑсем ятарлӑ режимпа ӗҫлӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви вӗсем валли график хатӗрленӗ.
Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче – канмалли кун.
Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче – шӑматкунхи график.
2019 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче – канмалли уяв кунӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче – шӑматкунхи график.
Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче – канмалли уяв кунӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗ – канмалли уяв кунӗ.
Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче тата Хулари 1-мӗш клиника пульницинче приемнӑй покойра кӑрлачӑн 1-8-мӗшӗсенче талӑкӗпех медпулӑшу парӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |